Ӗнер каҫхи 8 сехет ҫурӑра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри – Куславкка» ҫулӑн 33-мӗш ҫухрӑмӗнче мотоблокпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Авари Елчӗк ялӗнчен инҫех мар пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «вунтӑваттӑмӗш» машина водителӗ мотоблока хирӗҫ пырсах тӑрӑннӑ. Мотоблок рулӗ умӗнче 44-ри арҫын ларнӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу машининче вилнӗ. Унсӑр пуҫне 2 пассажир пулнӑ: 32 ҫулти тата 40-ри ҫынсем аманнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: ҫӑмӑл машина водителӗ урӑ пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын ҫухалнӑ.
83 ҫулти Михаил Семёнов килӗнчен велосипед ҫине ларса тухса кайнӑ. Пӑвакасси арҫынни симӗс тӗслӗ велосипедпа пулнӑ. Ӑна халӗ «ЛизаАлерт» шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Арҫын Куславкка районӗнчи Пакӑш ялне те ҫул тытма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Арҫын 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, ҫӳҫӗ тӗксӗмрех хӑмӑр тӗслӗ, кӑштах кӑвакарнӑ. Ҫухалнӑ ҫын тӗксӗм кӑвак тӗслӗ йӗрлӗ футболка, камуфляж шӑлавар, хура ботинка тӑхӑннӑ. Арҫынна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлине те палӑртаҫҫӗ.
Мучине курнисене 8(800)700-54-52 е 112 телефон номерӗсемпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Владимир Чамеев хирург пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унпа ӗнер сывпуллашнӑ.
Владимир Ильич Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. 1975 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ординатурӑра та вӗреннӗ.
Владимир Чамеев 45 ҫул хирург пулса тӑрӑшнӑ, ҫав шутран 24-шне — Хулари 1-мӗш клиника пульницинче. Унта вӑл чылай ҫул хирурги уйрӑмӗн тата операци блокӗн заведующийӗ пулнӑ.
Паян каҫ енне республикӑри хӑш-пӗр районта ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ, пӑр та ҫунӑ.
15 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ районӗнси Хурамал ялӗнче путене ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Пӑр теплица поликарбонатне шӑтарса пӗтернӗ тӗслӗхсем те пулнӑ.
Ҫавӑн пекех Куславкка тата Шупашкар районӗсенче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫил-тӑвӑл алхаснӑ, пӑр ҫунӑ. Чылай ҫӗрте йывӑҫсем тӳннӗ.
Куславкка районӗнчи 67 ҫулти хӗрарӑм патне мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравласа хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, такам ун ячӗпе кредит илесшӗн, унӑн ҫулне пӳлес тесен кредит илсе укҫана урӑх счет ҫине куҫармалла имӗш.
Хӗрарӑм итленӗ, банка кайса кредит илнӗ, унта ӗҫлекенсене укҫа пӳрт тӑрри юсама кирлӗ тесе суйнӑ. 300 пин кредит илсен хӗрарӑм Шупашкара кайнӑ, унта укҫана пайӑн-пайӑн тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ.
Республикӑра типӗ ҫӗр пулнипе инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Элтепер хушӑва ӗнер, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Вӑл ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш, Вӑрмар, Тӑвай тата Куславкка районӗсенче ял хуҫалӑх культурисем типӗрен шар курнӑ, ҫак тӑватӑ районта тӑкак 211,2 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Халӗ республикипех ял хуҫалӑхӗсем мӗн чухлӗ тӑкак пулнине шутлаҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ял хуҫалӑхӗсен тӑкакӗсене чакармалли план хатӗрлӗ.
Чӑваш Енри ҫулсем ҫине камерӑсем татах та вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене тупса палӑртма май параҫҫӗ. Камерӑсем пуртан водительсем йӗркене пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.
Нумаях пумасть ҫӗнӗрен 7 ҫӗрте камерӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем ҫак вырӑнсенче: Элӗк районӗнчи «Тури Хурасан» чарӑну патӗнче; М-7 ҫул ҫинче — Лапсар тӗлӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Хӗрлӗту» чарӑнура, Куславкка районӗнче харӑсах икӗ комплекс: Энтри Пасар тата Ҫӑкалӑх тӗлӗнче; «Сӑр» ҫул ҫинче — Етӗрне районӗнчи «Уйкас Асламас» тата «Автанҫырми»
чарӑнусенче.
Ҫанталӑк типӗ тӑнипе хальлӗхе Канаш,Вӑрмар, Тӑвай, Куславкка районӗсенче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Малашне те типӗ ҫанталӑк пулсан пур районта та ҫак режима йышӑнма хатӗр. Ҫапла ял хуҫалӑхӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса тӑкака саплаштарма пултараҫҫӗ.
Сӑмах май, Удмурт Республикинче, Тутарстанра тата Пермь крайӗнче - инкеклӗ лару-тӑру режимӗ.
Палӑртса хӑвармалла: типӗ ҫанталӑка пула респубикӑри 9 пин гектар ҫинчи культура шар курнӑ.
Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенче наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешессин пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫленӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫак ӳсен-тӑранпа кӗрешме 20,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫал наркӑмӑшлӑ пултӑран ӳсекен вырӑн пӗлтӗрхинчен 1,1 хут пысӑкланнӑ. Вӑл ытларах Тӑвай, Йӗпреҫ, Куславкка районӗсенче ӳснине палӑртнӑ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑрана юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме тӗллев лартнӑ.
Типӗ ҫанталӑка пула Чӑваш Енри темиҫе районта (халӗ вӗсене округ теме пуҫарӗҫ-ха) чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне туса хунӑ. Вӑрмар районӗнчи пирки Софья Савнеш ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян хыпарланӑ тӑрӑх, чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне Вӑрмар районӗнче ҫеҫ мар, Канаш, Куславкка, Тӑвай муниципалитет округӗсенче йышӑннӑ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑран, ҫумӑр ҫумантан ял хуҫалӑх культурисем йӗркеллӗ ӳсеймеҫҫӗ, типсе каяҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне илсен, асӑннӑ муниципалитетсенче ял хуҫалӑх культурисем 60 хуҫалӑхра, пурӗ 8,6 пин гектар ҫинче типсе ларнӑ. Аграрисем халӗ страховка укҫи илме тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Еллиев Ефрем Васильевич, чӑваш ҫыравҫи çуралнă. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. | ||
Пулӑм хуш... |